Ҫемье – кашни ҫын пурнӑҫӗнчи ҫирӗпрен те ҫирӗп тӗрек. Пурнӑҫра мӗнле-тӗр пӑтӑрмах сиксе тухсан ҫывӑх ҫынсемпе тӑван-хурӑнташ хамӑра ӑнланасса тата пулӑшасса пиртен кашниех ҫирӗппӗн шанса тӑрать.
Салампа пӗрлех çирĕп сывлăх, ăнланулăх, юрату, телей сунатпӑр. Çемье вучахĕ лӑпкӑн, чуна килентермелле ялкӑштӑр, яланах хăйĕн ăшшипе ăшăтса тăтăр, сӳнме ҫеҫ парар мар.
Кулленхи ĕçре ӑнӑҫу, çутă малашлăх, палăртнă тĕллевсене пурнăçласа пыма ырлăхпа сывлăх пултӑр.
© https://pozdravok.com/pozdravleniya/prazdniki/den-semi-lyubvi-vernosti/proza-2.htm